[audio src="http://shihazany.online/wp-content/uploads/2020/07/Канашский-район-Гимн-Канашского-района.mp3" /]

Гимн Канашского района Чувашской Республики.

Гимн Канашского района Чувашской Республики. 🎶🎼📢

Ссылка для скачивания — https://yadi.sk/d/9vBUoZ6HCx2pmQ

САВНĂ КАНАШ ЕН
Гимн
Кĕвви А. Осиповăн Сăвви А. Кибечпе Г. Шевкенĕн

Чăваш Ен варринчи Канаш Енĕм
Шурăмпуç çутипе вăрансан,
Пуç таять таврана ял ĕçченĕ
Çĕнĕ кун акине пуçăнса.

Юр юрлатпăар чунтан савăнса та,
Канаш Енĕм, сана ыр сунса,
Канаш Енĕм, Канаш Енĕм,
Сана ыр сунса!
Канаш Енĕм, Канаш Енĕм,
Сана ыр сунса!

Çăл куç пек тапакан çĕр сĕткенĕ
Вăй парать Çеçпĕл пек çĕкленме,
Ваттисен сăмахне итлекенĕ
Пил илеттелейпе киленме.

Юр юрлатпăар чунтан савăнса та,
Канаш Енĕм, сана юратса,
Канаш Енĕм, Канаш Енĕм,
Сана юратса!
Канаш Енĕм, Канаш Енĕм,
Сана юратса!

Пĕрлĕхе упракан тус-тăванăм
Тав тăвать сана халь чĕререн,
Ĕмĕрех санра пирĕн хавалăм-
Тĕреклен кунсерен, Канаш Ен!

Юр юрлатпăар чунтан савăнса та,
Канаш Енĕм, сана мухтаса,
Канаш Енĕм, Канаш Енĕм,
Сана мухтаса!
Канаш Енĕм, Канаш Енĕм,
Сана мухтаса!